ЧӐВАШ ТӖНЧИ— ВӐЙӐРА

ЧӐВАШ ТӖНЧИ— ВӐЙӐРА

Паян Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи ачасемшӗн чӑваш чӗлхипе литература эрнин черетлӗ кунӗ хӑйне ӗвӗрлӗ кӑсӑклӑ, асра юлмалла иртрӗ. Вӗренекенсем патӗнче Шупашкар тӑрӑхӗн тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем чӑвашлӑх тӗнчин пуянлӑхӗпе паллаштарма, ӑна кам мӗнлерех пӗлнине вӑйӑ урлӑ палӑртма, маттурсене парнесемпе савӑнтарма килчӗҫ. Шкулти 7, 8 класра вӗренекенсем асӑннӑ квестра Пушкин карттипе усӑ курчӗҫ. Вӗсем вӑйӑра тӗрлӗ станцисене парӑнтарса хайсен пӗлӗвне, тавҫӑрулӑхне тӗрӗслерӗҫ. Ачасене ытларах Чӑваш республика карттине хӑвӑрт "пуҫтарма" килӗшрӗ, ҫавӑн пекех ӗлӗкхи чӑвашсен килти хуҫалӑхри хатӗрӗсемпе паллашма кӑмӑллӑ пулнине каларӗҫ, чӑваш ҫыравҫисем ҫинчен нумайрах пӗлнишӗн савӑнчӗҫ. Вулавӑш ӗҫченӗсем маттурсене асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарчӗҫ. Эпир те вӗсене тав сӑмахӗ калатпӑр.


#ЧӑвашЧӗлхипеЛитератураЭрни
#ЭпӗТӑванЧӗлхенеЮрататӑп
#ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.