ЧӐВАШЛА ҪЫРАССИ— ЧӐН УЯВ

ЧӐВАШЛА ҪЫРАССИ— ЧӐН УЯВ

Ҫак шухӑшпа паян Л.В.Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи ачасемпе шкул ӗҫченӗсем диктант ҫырса чӑннипех килӗшрӗҫ. Пӗрлӗхлӗ диктант ҫырасси ҫулсерен пулса пынӑ май ку чӑнах та уяв евӗрех пулчӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне шкул директорӗнчен пуҫласа кӗҫӗн класра вӗренекенсем таранах хастар хутшӑнчӗҫ. Диктанта чӑваш мар ачасем ҫырма кӑмӑл туни те хӑйне евӗр ӳсӗм.

"5"паллӑ илекенсен йышӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен О.И.Тимкова та пулнине палӑртма кӑмӑллӑ. Вӑл асӑннӑ акцие питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ, чӑвашла 8 ҫул ҫеҫ вӗреннӗ пулин те, чи аван хака тивӗҫ пулчӗ. Маттур!
"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" акцие хутшӑнакансене тав туса малашне те хастар пулма чӗнсе калатпӑр.

#ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп
#ЭпӗТӑванЧӗлхенеЮрататӑп
#ЧӑвашЧӗлхипеЛитератураЭрни

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен А.М.Николаева