Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи

Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи

Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 25- мӗш кунӗсенче Л.В.Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи шкул ҫулне ҫитмен, аслӑ ушкӑна ҫӳрекен ачасен чӑвашлӑх эрни иртет. Ҫак кунсенче ачасемпе тӗрлӗ мероприяти ирттеретпӗр. Ӳнер ӗҫӗсенче вӗсем тӗрлӗ чӑваш тӗррисене пӑхса тухрӗҫ, тӗрӗсем вулама вӗренчӗҫ, ӳкерчӗксем турӗҫ, хутран касса тӗрӗсем эрешлерӗҫ.


Паян вара, акан 24-мӗшӗнче, пысӑк уяв иртерӗ. Ачасем илемлӗ чӑваш тумӗсем тумланса вӑйӑ картине тӑчӗҫ, хитре юрӑсем шӑрантарчӗҫ, сӑвӑсем янратрӗҫ, ташӑсем ташларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ.

Уявра хисеплӗ ашшӗ- амӑшӗпе пӗрле чӗннӗ хӑнасем те пулчӗҫ. Шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен А.М Николаева тӑван чӗлхе ҫинчен, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан И. Я. Яковлев ҫинчен каласа пачӗ. Шӑпарлансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса вӗрентекене тав турӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ та усӑллӑ иртеҫҫӗ чӑваш чӗлхи кунӗсем. Эпир, чӑваш ачисем, чӑвашла вылятпӑр, юрлатпӑр пулсан, чӑвашла сӑвӑсем каласан, чӑвашла калаҫсан чӑваш пулма пӑрахмӑпӑр. Чӑвашлӑх пирӗнте ан чактӑр, тӑван чӗлхене чунтан юратар.

#ЭпӗТӑванЧӗлхенеЮрататӑп
#ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп
#ЧӑвашЧӗлхипеЛитератураЭрни

Шкул ҫулне ҫитмен ачасен
воспитателӗ Т.И.Бардасова