Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ

Чӑваш чӗлхи -

Эс ылтӑн-кӗмӗлтен те хаклӑрах,
Хӗрӳ те хӳхӗм, хӗвелпе танах,
Чуна пырса тивет кашни сӑмах.
(Юрий Сементер).

«Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни, çав халăха манма хушнипе пĕрех»,- тенĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ  И.Я.Яковлев.

     Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче  Л.В.Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗн  вĕренекенӗсем  Чăваш чĕлхи кунне анлӑн уявларĕç. Уявăн тĕллевĕ – ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.

Чи малтанах вĕрентекенсем ачасене  И.Я. Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Асӑннӑ мероприятире ачасем  тăван чĕлхе çинчен сăвăсем   вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, чăваш вăйисене те аса илчĕç. Пучкарева Т.Г. ертсе пынипе йĕркеленĕ шкул музейĕнче  ачасем асанне арчинчи  вăрттăнлахсемпе паллашрӗҫ.
Ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑрушӑн аваллӑхпа паллашни, асанне-кукамайсен юрри-кӗввине вӗренсе ӑша хывни, чӑваш сӑмахне, тӑван чӗлхене юратса вӗренме пулӑшасса шанатпӑр.

 Авторсем: пуçламăш класра вĕрентекенсем.