ПУКАНЕ ТЕАТРӖ— ЧӐВАШ ЧӖЛХИ КУНӖ ТӖЛНЕ

ПУКАНЕ ТЕАТРӖ— ЧӐВАШ ЧӖЛХИ КУНӖ ТӖЛНЕ

Чӑвашлӑх эрни Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи вӗрентекенсемпе шкул ачисемшӗн яланхиллех кӑсӑклӑ иртет. Кашни ҫулах тӗлӗнмелли, савӑнмалли, ҫӗннине пӗлсе ӑша хывмалли нумай пирӗн шкулта. Кӑҫал вара шкулти 5 класс ачисен чӑваш чӗлхипе литература эрнине халалласа йӗркеленӗ ПУКАНЕ ТЕАТРӖ ☺чӑннипех те питӗ савӑнтарчӗ!😉

Чи малтанах асӑннӑ театрӑн артисчӗсем юптару ҫинчен каласа пачӗҫ. Куракансем чӗр чунсен сӑнарӗсем урлӑ пурнӑҫри чӑн ҫынсене палласа илчӗҫ.
Александр Кӑлкан ҫырнӑ " Хӑравҫӑ мулкач" юптару тӑрӑх лартнӑ ҫамрӑк артистсен инсценировкине эсир те лайӑх хак парасса шанатпӑр.💫

Вылякансем:
Автор — Арсений Павлов
Тилӗ — Арина Павлова
Мулкач— Роман Крылов
Кашкӑр— Исмоил Сандалов
Сурӑх— Станислав Фёдоров.
Ертӳҫи— чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.

#ЧӑвашЧӗлхипеЛитератураЭрни
#ЭпӗТӑванЧӗлхенеЮратӑтӑп
#ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп